http://library.signasoftware.com/

Степанов Константин. Кедр

МБОУ «Караевская ООШ»

«Кедр» тени — мӗн тени,
«Ҫӗпӗр хырӗ» вӑл тени.
Мӑйӑрне парать тем чул,
Тутӑ пул та сывӑ пул.

Кедр — турӑ йывӑҫне
Патшасем те пит юратнӑ.
Тунӑ унран карапне,
Сӗтелне те пуканне.

Устӗр апла пикенсех
Манӑн савнӑ Трак енре.
Патӑр ҫимӗҫне нумай,
Савӑнтартӑр вӑл чылай.