http://library.signasoftware.com/

Екатерина Николаева. Кедр Трак енре

Ӳсет кедр вӑрманӗ
Пирӗн Трак енре
Мухтанать тавралӑх
Ун илемӗпе.
Авӑнса кана лараҫҫӗ
Симӗс- симӗс лӑссисем.
Мӑйрисем пире калаҫҫӗ:
-Хӑналанӑр, астивсем.
Хӗпӗртетпӗр, мухтанатпӑр
Пуян кедр йывӑҫпе.
Савӑнса кӑна утатпӑр
Ҫӗнӗ кедр сукмакепе.