Для слабовидящих Для слабовидящих
Ĕç вăхăчĕ



Эпир 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлетпĕр,
шăматкун 9 сехетрен 16 сехетчен,
канмалли кун - вырсарни кун.

Пирĕн адрес:
Чăваш Ен,
Красноармейски районĕ,
Красноармейски сали,
Ленин урамĕ,
26/1-мĕш çурт

Телефон:
8 (83530) 2-22-63

e-mail: krarm_bibl@mail.ru

Тĕплĕнрех пĕлĕр

Хупас Тĕп библиотека

Документсем
Сервис
Poll
 
Результаты
Счетчик

 159460 пурĕ

 1 халĕ сайтра

Архив

Вĕсем ĕçлеме те канма та пĕлеççе. - Никитина С.А. 20/03/2008 16:03

    Библиотека ĕçченĕсем хăйсен пушă вăхăтне туллин те тухăçлă иртерме тăрăшаççĕ: час-часах вĕсем Шупашкара театăра кайса килеççĕ, спортпа та питĕ туслă.
    Çĕнĕ çултан вулав залĕнче чăваш тĕррине кăмăллакансен кружокĕ «Чăваш тĕрри» ĕçлеме пуçларĕ. Кружока ертсе пыраканĕ районти хĕрарăмсен совечĕн членĕ Мефодьева С.М. Тĕрлеме библиотека ĕçченĕсем те Гурьева С.А., Григорьева Н.П., Михайлова Л.Г. кăмăлласах çÿреççĕ.Григорьева Н.Л., Алексеева А.Г., Михайлова Н.Г. спортпа туслă, ернере икĕ хут спорт çуртне волейбол вылляма çÿреççĕ, районта иртерекен ăмăртусене хутшăнаççĕ.Николаева О.И., Михайлова Л.Г., Гурьева С.А. районти культурă çурчĕ çумĕнчи шейпинга çÿреççĕ.
    Библиотека ĕçченĕсем вулакансен пушă вăхăтне усăллă иртерес тесе нумай тăрăшаççĕ. Кашни ĕçчен хăйне çирĕплетсе панă клуба ĕçлеттерет: Гурьева С.А. «Таврапĕлÿçĕ», Никитина С.А. «Гармония», Григорьева Н.П. «Тимлĕх», Михайлова Л.Г. литературăпа музыка салонĕ, Григорьева Н.Л. «Çамрăк суйлавçă», Алексеева А.Г. право культурин шкулĕ.
    Çĕнĕ çултан Николаева О.И. библиотека хаçачĕ кăларма пуçларĕ.
    Пурте пĕрле пуçтарăнса çуралнă кунсене, уявсене хаваслăн ирттеретпĕр. Мероприятисене интереслĕ ирттерме библиотека ĕçченĕсен профкомĕ пулăшу парать.


 

Послание

Послание Главы Чувашии
Государственному Совету

Послание

Календарь
Шырав




^ çyлелле ^