Аслă Отечественнăй вăрçăра вут-хĕм юлашки хут ялкăшнăранпа, Мускав çийĕн Çĕнтерÿ салючĕ çиçсе çĕкленнĕренпе 65 çул çитсе пырать. Пирĕн çĕршыв хăйĕн кирек хăш çитĕнĕвĕпе çĕнтерĕвне паллă тунă чухне те 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама парăнманлăхне хÿтĕлеме çапăçу хирне тухнă паттăрсене – тĕнче историйĕнче чи аслă çĕнтерÿсенчен пĕрне туптанă паттăрсене – ĕмĕр-ĕмĕр манма пултараймĕ.
Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернин обществăпа политика тата истори пĕлтерĕшне шута илсе, Чăваш Енĕн чи лайăх ывăлĕсемпе хĕрĕсен паттăрла ĕçне тивĕçлипе хак парса Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕ тухрĕ – «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама хатĕрленесси тата ирттересси çинчен». Çавна май, никама та , нимĕне те манас мар тесе, вăрçă паттăрĕсене çĕнĕрен аса илсе, çĕре кĕнисене ырăпа асăнса, хамăр хушăра пурăнакансене сума суса тĕп библиотекăра тата ялти библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме хатĕрленеççĕ. Тĕп библиотекăра ятарлă виçĕ çуллăх «Пусть живые запомнят и пусть поколения знают » Программă хатĕрленĕ