
 Ăсан Уçăпě (Алексеев) Осип Алексеевич 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхĕн 3-мĕшĕнче Санькасси ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Шуркари ҫичĕ класлӑ тата Ҫĕрпӳ районĕнчи Чурачӑкри вӑтам шкулсенче вĕреннĕ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтĕнче, университетĕнче аслӑ пĕлӳ илнĕ. Тĕрлĕ ҫулсенче Вӑрмар районĕнчи Кĕлкешри вӑтам шкулта, Ҫĕрпӳ районĕнчи «Октябрь ҫулĕ» хаҫатра пай пуҫлӑхĕн ҫумĕнче, Шупашкарти агрегат завочĕн «Рабочая жизнь» хаҫат редакторĕн ҫумĕнче, чӑлхапа трикотаж фабрикин «Трикотажница» хаҫат редакторĕнче, республикӑри «Коммунизм ялавĕ» (Хыпар) хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ ҫумĕнче, «Ҫилҫунат» журналӑн яваплӑ секретарĕнче вӑй хунӑ.
  журналистсен (1974) тата РФ писательсен (1998) союзĕсен членĕ, К. Иванов ячĕллĕ патшалӑх, Н. Янкас, П. Маркин ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ.
 ӳтпе кулӑш жанрĕнче ӑнӑҫлӑ ĕҫленě. Унӑн паллӑрах кĕнекисем: «Чăваш вăрманĕ» (1996, 2001), «Ăсан Уçăпĕ сунарçă» (1996, 2004), «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм Санькасси» (1999), «Сатурн çинчи ăсан» (2000), «Крепче за баранку держись, шофер…» (2001), «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç» (2004), «Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни» (2006), «Вǎйǎран – вǎкǎр» (2008), «Чǎваш вǎрманě - Чувашский лес» (2009), «Тĕлĕкре те пирĕнпех…» (2014).
  Чуллăри ялти вулавăшра "Кашни йěрки ăш пиллě" кěнеке выставки хатěрленě.