Районти историпе краеведени музейне килсе куракансем «Никита Чернышев-Шетмĕ — композитор, артист, гражданин» ятлă çĕнĕ выставкăпа паллашаççĕ. Кам-ха вăл Никита Чернышев?
Никита Константинович 1911 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех Никита юрра-ташша ăста пулнă, тĕрлĕрен мероприятисене хастар хутшăннă. Уйрăмах вăл тăван халăхăн фольклор кĕввине мĕн ачаран ăша хывса çитĕннĕ. Шкулта вĕренсе тухсан Шупашкарти музыка техникумĕнче пĕлӳ пухнă. Çирĕп пĕлӳ илнĕ çамрăк Чăвашри тата Пушкăртстанри тĕрлĕ колхоз театрĕсенче 10 çул ытла вăй хунă. Çав вăхăтрах спектакльсем валли чылай юрă хывать. Халăх унăн çунатлă кĕввисене юратса йышăнать. Н.К. Чернышев-Шетмĕ пултарулăхне В.П. Воробьев патриарх, В.М. Кривоносов вĕрентекен, Чăваш АССРĕн композиторсен союзĕн ертӳçи Ф.М. Лукин пысăка хурса хакланă.
Никита Чернышев 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. 1945 çулта вăл Л.Ошанинăн «Берлиналла» сăввипе кĕвĕ хывнă. Итлекенсем ăна ăшшăн йышăннă. 1947 çулта ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче чăваш композиторĕсен пĕрлехи йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче Никита Константинович Чăваш АССР композиторсен союзне илме кандидата тăратнă.
Н.К. Чернышев 1946-1948 çулсенче Йĕпреç поселокĕнче колхоз театрĕнче тата Чернореченски шкулĕнче вăй хунă. Ěçленĕ вăхăтрах кĕвĕ хыççăн кĕвĕ çырăнннă, юррисене пухса «Мирлĕ пурнăçшăн» кĕнеке кăларнă. Никита Константиновичăн хайлавĕсенчи кĕвĕсем тунсăхлă та, çепĕç те. Кунта юратнă тăван тăрăха, тулăхлă тырпул çитĕннине, çутçанталăк илемне, этемлĕхĕн таса юратăвне крма пулать. Никита Константинович 1977 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç поселокĕнче вилнĕ.
Н. Чернышев-Шетмĕн ывăлĕ — Юрий Никитич — халĕ Мускавра пурăнать. Ашшĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Чечеклен, Тăван Çĕршыв. Юрăсем» ятлă илемлĕ хуплашкаллă кĕнеке кăларнă. Ку кĕнекере пурĕ 18 юрă.
Н.К. Чернышев-Шетмĕ пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма район музейне çитсе курма тăрăшăр. Районти тĕп вулавăшра информаци папки хатĕрленĕ, ялти вулавăшсенче – информаци кĕтесĕсем. Хапăл тусах кĕтетпĕр.