Для слабовидящих Для слабовидящих
Ĕç вăхăчĕ



Эпир 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлетпĕр,
шăматкун 9 сехетрен 16 сехетчен,
канмалли кун - вырсарни кун.

Пирĕн адрес:
Чăваш Ен,
Красноармейски районĕ,
Красноармейски сали,
Ленин урамĕ,
26/1-мĕш çурт

Телефон:
8 (83530) 2-22-63

e-mail: krarm_bibl@mail.ru

Тĕплĕнрех пĕлĕр

Хупас Тĕп библиотека

Документсем
Сервис
Poll
 
Результаты
Счетчик

 149619 пурĕ

 1 халĕ сайтра

Архив

Илемлĕхпе пĕрле. - Михайлова Л.Г. 25/03/2008 10:18

    Вырăс патшалăх музейĕ уçăлнăрапа 110 çул çитрĕ. Тĕп библиотекăн вулав залĕнче уява ятарласа «Илемлĕхпе пĕрле» ятлă кĕнеке выставки хатĕрленĕ. 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсене музей тăрăх видеоэкскурсие чĕннĕ. Вĕсене «Вырăс патшалăх музейĕ» ятлă видеофильм кăтартнă. Ачасем музейăн чаплă залĕсене курчĕç, унăн экспозицийĕсемпе паллашрĕç.


«Çилçунат ытамĕнче» конкурс - Николаева О.И. 24/03/2008 15:01

Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа районти чи лайăх сăвă вулакансен «Çилçунат ытамĕнче» конкурс иртрĕ. Районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсен Николаева Катя, Алексеева Пальмира, Семенова Аня хĕрĕсем конкурса хутшăнчĕç. Катя хăй сăвăланă «Моя семья» сăввипе пурне те тыткăнларĕ.

Папа, мама, Саша, я
Наша дружная семья.
Не успела дописать,
Киса села на кровать.
Вид печальный у нее,
Ведь забыла я её.
Буду снова сочинять,
Надо Кису посчитать.
Добрая, милая – это про маму,
Сильный, надежный – это про папу.
Но а защитник мой – это мой брат,
Он и поможет, и выручить рад.
И про Кису забыть мне нельзя,
С нею мы тоже большие друзья.
Вот такая наша семья,
Самая лучшая – думаю я!

Ырă ĕçсен шучĕ ÿсет. - Никитина С.А. 22/03/2008 12:07

    Ырă ĕçсен çулталăкĕ ырă ĕçсемпе пуянлансах пырать. Районти библиотекăсем кĕнекесемпе пуянлансах пыраççĕ. Пуш уйăхĕн 21-че, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Киселев А.Л. 10 кĕнеке парнелерĕ: «Социальная поддержка семей с детьми в Чувашской республике» (8 экз), Егоров Д.Е. «Женщины – матери земли чувашской».
    «Женщины – матери чувашской» кĕнекере Именево ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1942-мĕш çултан пуçласа 1945 çула çитиччен вăрçăна хутшăннă Осипова Варвара Осиповна аслă сержант çинчен вуласа пĕлме пулать, ăна 3-мĕш степенлĕ Мухтав Орденĕпе наградăланă.
    Çулталăк пуçланнăранпа библиотекăсене 175 кĕнеке парнеленĕ.


Чи нумай вулакан çемье. - Никитина С.А. 21/03/2008 16:52

     Пуш уйăхĕн 20-че районти Культура çуртĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тата Раççей президенчĕн В.Путинăн «Çемье çулталăкĕ» Указĕсене халалласа пысăк уяв йĕркелерĕç. Ку мероприятине 9 ял тăрăхĕ хутшăнчĕ. Уявра нумай ачаллă, нумай ача усрава илнĕ, спортпа туслă, ырă ĕçсем тăвакан, нумай çул пĕрле пурăннă çемьесене саламларĕç.Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем «Чин умай вулакан çемье» номинацине хутшăнса кĕнеке нумай вулакан Сергеевсен çемьине саламларĕç, парнепе чысларĕç.
    Сергеевсем – Мария Федоровна тата Геннадий Сергеевич – Красноармейски салине 1975 çулта ĕçлеме килнĕ, Геннадий Сергеевич районти милиции начальникĕн çумĕнче, Мария Федоровна ял советĕнче ĕçленĕ. 4 ача пăхса çитĕнтернĕ: пĕр ывăлпа 3 хĕр. Сергеевсен çемьи 33 çул библиотекăна кĕнеке вулама çÿрет, кĕнеке ачисен, мăнукĕсен пурнăçĕнче те пысăк вырăн йышăнать, пурте вулама юратаççĕ. 70 çултан иртнĕ пулин те эрнере пĕрре çĕнĕ литературăпа паллашма кĕрсе тухаççĕ. Геннадий Сергеевич – ветеран хорĕн участникĕ. Уявра вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Антонов Н.И. тав сăмахĕпе чысларĕ.


ПуçĕКаялла10 предыдущие страницы [ 981 982 983 984 985 986 987 988 989 990 ] МалаллаВĕçĕ
 

Послание

Послание Главы Чувашии
Государственному Совету

Послание

Календарь
Шырав




^ çyлелле ^