Апрелĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ.
Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне Шывпуç вулавăшĕ пурне те викторина сĕнет.